Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ш (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ

Шахмат — Авалах Йекиппӗтре шухӑшласа кӑларнӑ вӑй: 64 пӗчӗк тӑваткаллӑ сӑрланӑ тӑваткал хӑма ҫинче иккӗн 16-шар хикурӑсемпе вӑрҫнӑ пек выльаҫҫӗ.
Шантташ — хран. — Хӑратса укҫа, йе мӗн те пулин илни, пусмӑрлани.
Шар — Ҫаврашка, ҫӑмха пек чӑмӑр йапала.
Шарлаттан — хран. — Ултавҫӑ; тӗрлӗ таса мар ӗҫҫемпе ҫыхланакан ҫын.
Шайккӑ — 1) Пӗчӗк лаххан; 2) Вӑрӑ-хурахсен ушкӑнӗ — пантӑ.
Шурнал — хран. 1) Кунран-кун ӗҫҫем ҫинчен ҫырса пыракан кӗнеке. 2) Паллӑ вӑхӑтран (ернерен, уйӑхран) тухса тӑракан пӗр йатлӑ кӗнеке. 3) Кӗнчелерте — кӗрекен-тухакан хутсене номӗрлесе ҫырса пыракан кӗнеке. 4) пуххалттерире — кӗрекен-тухакан укҫасене ҫырса пыракан кӗнеке.
Шурналҫӑ — (шурналис) — хран. — Шурналсем ҫине ҫыракан, шурналсем кӑларас ӗҫре ӗҫлекен ҫын.
Шех — хран — Пӗр-пӗр ҫар пайӗн, орканисатсин, йе учрештенин тӑрӑшакан, ӑна пулӑшма пулнӑ орканисатси, учрештени, ҫын.
Шерпет — ар. — Сахӑр, пыл, йе урӑх пылак йапала ирӗлтерсе пылаклатнӑ шыв.
Шихр — хран. — Вӑрттӑнҫыру; ҫырусене, йут ҫын вуласран, малтан килӗшнӗ ӑрасна паллӑсемпе ҫырни.
Широнтӑ, широнтиссем — Хрантсири Аслӑ револьутси вӑхӑтӗнче — липераллӑ пуршуаҫи партти, сулахай «Кора» парттине вӑйлӑ хирӗҫ тӑнӑ.
Шпион — хран. — Вӑрттӑн, кам та пулин хушнипе пӑхса, пӗлсе ҫӳрекен.
Штат — ним. — 1) Пӗр пӗр учрештенире ӗҫлекенсем ушкӑнӗпе; 2) кӗпӗрне майлӑ оплӑҫ.
Штап — 1) Вӑрҫӑра — ҫар ӗҫне астуса пыракан управлени. 2) пысӑк орканисатсине йертсе пыракан оркӑн.
Штемппӗл — ним. — 1) Пичет, клеме, йапала ҫине ҫапнӑ паллӑ; 2) пичет, клеме ҫапмалли хатӗр.
Штрейхпреххӗр — ним. — Пастовккӑ тунӑ чух ӗҫлекен, пастовккӑна ҫӗмӗрекен, пӑсакан.
Шрихтӑ — ним. — Кӗнекесем ҫапмалли тӗрлӗ саспаллисем.
Шовинис — Хӑй натсине анчах йуратакан, урӑх натсисене курайман ҫын.
Шовинисӑм — Хӑй натсине анчах йуратса, ытти натсисемпе ҫапӑҫма хатӗр пулни; хӑй натсипе мухтанса, ытти натсисене ниме пӑхмасӑр айӑплани.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-19 20:48:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3515 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем